Хăрушсăрлăх
28 Апреля , 08:00

Пушкăртстанра ÿсĕр тата суя документлă водителе тытса чарнă

Суя водитель удостоверенине закона пăсакан социаллă сеть урлă 110 пин тенкĕпе туяннă.

Пушкăртстанра ÿсĕр тата суя документлă водителе тытса чарнăПушкăртстанра ÿсĕр тата суя документлă водителе тытса чарнă
Пушкăртстанра ÿсĕр тата суя документлă водителе тытса чарнă

Кушнаренково салинче çул-йĕр патруль службин ĕçченĕсем «Лада Гранта» автомобиле чарнă. Руль умĕнче 34 çулхи арçын пулнă, унран алкоголь шăрши кĕнĕ. Вăл пакунлă çынсене энергетика напитокĕ илме кайма тухнă тесе ăнлантарнă.

Документсене тĕрĕсленĕ чухне инспекторсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ: руль умĕнчи водителĕн докуменчĕ пачах урăх çын ячĕпе пулнă, хăй вара нихăçан та права илмен. Суя водитель удостоверенине 110 пин тенкĕлле туяннă.

РФ Административлă кодексăн 3-мĕш пайĕн 12.8 статйипе (транспорт хатĕрĕпе ÿсĕр тата правасăр çÿренĕшĕн) килĕшÿллĕн йĕркене пăсакан тĕлĕшпе административлă материал çырса хатĕрленĕ. Çавăн пекех РФ Уголовлă кодексăн 327-мĕш статйипе (суя документпа усă курнăшăн) уголовлă ĕç пуçарасси пирки те ыйту тăрать тесе пĕлтернĕ патшалăх автоинспекцинче.

Йĕркене пăсакан арçыннăн автомобильне ятарлă тăраткăча вырнаçтарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас