Урал сасси
+16 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
6 Мая , 10:00

Укранина çарĕн пилотсăр вĕçев аппарачĕсем Шупашкара атакăланă

Ĕнер, май уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Украина çарĕсем Шупашкар хули çине пилотсăр вĕçекен аппаратссемпе тапăннă. Вĕсем йышлă пулнине палăртмалла.

Укранина çарĕн пилотсăр вĕçев аппарачĕсем Шупашкара атакăланăУкранина çарĕн пилотсăр вĕçев аппарачĕсем Шупашкара атакăланă
Укранина çарĕн пилотсăр вĕçев аппарачĕсем Шупашкара атакăланă

«Атакăна пула икĕ çын вилнĕ. Вĕсен тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле хурланса хуйхăратăп.

Унсăр пуçне 32 çын суранланнă, çав шутра пĕр ача. Чылайăшсене медицина пулăшăвĕ панă, хăшĕ-пĕрисем килĕсене таврăнса кайнă. Стационарта юлнисене пирĕн чи лайăх тухтăрсем тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.

Пилотсăр вĕçекен аппаратсен атаки ытларах гражданла инфраструктура объекчĕсене сиен кÿнĕ: 28 нумай хваттерлĕ çурта, вĕсенче 8,5 пин çын пурăнать. Икĕ çуртра тĕрев конструкцийĕсем юрăхсăра тухнă, çавна пула кунта пурăнма тата тытăнса тăма хăрушă. Çак çуртсенче пурăнакансене общежитисенче вырнаçтарнă. Унсăр пуçне вăхăтлăха хÿтлĕх тупма виçĕ вырăнта ăшăну вырăнĕсем уçнă. Кунта апатланма пулать, эмелсемпе тивĕçтереççĕ, медицина тата психологи пулăшăвĕ илме май пур.

Оперативлă штабăн ларăвĕнче эпĕ сĕннипе регионта инкеклĕ лару-тăру режимне çирĕплетрĕмĕр. Çакă пире республикăн мĕнпур хăватне инкеке лекнĕ çынсене пулăшас ĕçе хăвăрт та тухăçлă йĕркелеме пулăшĕ.

Вилнĕ тата суранланнă  çынсен çемйисене пулăшу паратпăр, çак ыйтăва яланах тĕрĕслесе тăратпăр», -  тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн социаллă сечĕсенче.

Юрий СНЕГОПАД.

Укранина çарĕн пилотсăр вĕçев аппарачĕсем Шупашкара атакăланă
Укранина çарĕн пилотсăр вĕçев аппарачĕсем Шупашкара атакăланă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас