+16 °С
Облачно


ПР прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулхи июнь уйăхĕнче ют çĕршывра туса кăларнă автомобильпе пыракан хĕрарăма патшалăх автоинспекцин ĕçченĕсем чарнă. Медицина тĕрĕслевĕ иртнĕ хыççăн вăл Mercedes-Benz автомобиль рулĕ умне ĕçнĕ пуçпа ларни çиеле тухнă. Маларах та ăна çак статьяпах айăпланă пулнă.
Хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă. Суд ăна 260 сехет тума тивĕçлĕ (обязательный) ĕçе пурнăçлама йышăну палăртнă. Унсăр пуçне пĕр çулталăк та 6 уйăха транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарнă. Çавăн пекех Mercedes-Benz автомобиле патшалăх тупăшĕ шучĕпе конфискациленĕ.
Юрий СНЕГОПАД.