+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 55 гектар лаптăк çинче ултă вăрман пушарĕн вут-çулăмĕ алхаснă. Унсăр пуçне 219 гектар çинче 144 вырăнта типĕ ÿсен-тăран çуннине шута илнĕ. Сăмах май, нумаях пулмасть ландшавлă пушар Пелепей тăрăхĕнче пулса иртнĕ, «хĕрлĕ автан» 10 гектар çинчи çут çанталăк пурлăхне тĕп тунă.
Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ çут çанталăка канма е урăх ĕçпе тухсан, вут-кăварпа асăрханнуллă пулма тата хăрушсăрлăх нормисене пăхăнма ыйтать.
Юрий СНЕГОПАД.