Урал сасси
+15 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
15 Мая , 14:00

Пушкӑртстанра нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртӗнче пушар тухнӑ

Май уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, çĕрле, Мелеуз районӗнче Хлебодаровка ялӗнчи пӗр ҫуртра пушар тухнӑ.

Пушкӑртстанра нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртӗнче пушар тухнӑПушкӑртстанра нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртӗнче пушар тухнӑ
Пушкӑртстанра нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртӗнче пушар тухнӑ

Центральнăй урамра йывăç ҫуртпа сарай ҫунма пуҫланă. Пушар сÿнтерекенсем вырăна çитсе ҫулӑма хӑвӑрт пӗтернӗ. Ҫуртра "Нумай ачаллӑ ҫемье"программӑпа пушар извещателӗ вырнаҫтарнӑ пулнă. Прибор хăй ĕçне тунă, ҫынсене хӑрушлӑх пирки асӑрхаттарнӑ. Вут-çулăм тухнă чух çуртра хӗрарӑмпа 10 тата 12 ҫулсенчи икӗ ача пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те суранланман. Ҫемье вӑхӑтлӑха пӗлӗшӗсем патӗнче вырнаҫнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас