Урал сасси
+16 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
16 Мая , 08:00

Виҫӗ района пушар хӑрушлӑхӗн пысӑк класне кӗртнӗ

Ялта пурӑнакансемпе унта килекенсене питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.

Виҫӗ района пушар хӑрушлӑхӗн пысӑк класне кӗртнӗВиҫӗ района пушар хӑрушлӑхӗн пысӑк класне кӗртнӗ
Виҫӗ района пушар хӑрушлӑхӗн пысӑк класне кӗртнӗ

ПР Вӑрман хуҫалӑхĕн министерствин пресс-служби  пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те шӑрӑх ҫанталӑка пула Элшей, Бакалă, Çтерлĕ районӗсен территорийӗсене пушар хӑрушлӑхӗн тӑваттӑмӗш класне кӗртнӗ.

«Вӑрман фондне сыхласа хӑварас тесе министерствӑн вӑрманти пушарсемпе кĕрешекен уйрăмĕсем пысӑк хатӗрлӗх режимне куҫнӑ.

Вӑрман фондне тĕрĕслессине, ҫӗр ҫинчи патрульсен ĕçне вӑйлăлатнӑ», — ӑнлантарнă ведомствӑра.

Районсенче

пурӑнакансемпе хӑнасене питӗ асӑрхануллӑ пулма, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ: вӑрманта тата вӑрман ҫумӗнчи территорисенче вут чӗртмелле мар. Вут-ҫулӑм тухнă  пирки ҫийӗнчех ПР Вӑрман хуҫалӑхĕн министерствин регионти диспетчер службин телефонӗпе пӗлтермелле: 8 (347) 218-14-14.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас