+16 °С
Ясно


Республикăри патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 22 çулхи çамрăк водитель удостворенийĕсĕр тата алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ хыççăн «СЕАЗ» автомобиль рулĕ умне ларнă. Çулпа пынă чухне вăл «хурçă ута» тытса чарайман, çул хĕррине анса кайса çаврăнса ÿкнĕ. Шăпах çавăн чухне унпа юнашар ларса пыракан пассажирăн, 13 çулхи ачан, йывăр сурана пула чĕри тапма чарăннă.
Хальхи вăхăтра инкек пулса иртнĕ вырăнта полицин следствипе оперативлă ушкăнĕ ĕçлет. Водителе шалти ĕçсен пайне илсе çитернĕ, ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Юрий СНЕГОПАД.