Урал сасси
+21 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
26 Мая , 12:00

Çул-йĕр инкекĕсенче суранланнă ачасене больницăсене илсе çитернĕ

Çу кунĕсем нейрохирургипе травматологи уйрăмĕсенче пациентсен йышĕ ÿснипе уйрăлса тăраççĕ. Каникулсем пуçланман-ха, анчах юлашки талăкра республика больницисене темиçе суранланнă ачана илсе килнĕ.

Çул-йĕр инкекĕсенче суранланнă ачасене больницăсене илсе çитернĕÇул-йĕр инкекĕсенче суранланнă ачасене больницăсене илсе çитернĕ
Çул-йĕр инкекĕсенче суранланнă ачасене больницăсене илсе çитернĕ

Сăмахран, Ишимбай хулинче çул çитмен велосипедист аварие лекнĕ. Ăна тĕрлĕ йышши районти тĕп больницăна илсе çитернĕ.

Иглин тăрăхĕнче самокатпа ярăнакан çамрăк ача машина çине пырса тăрăннă. Сывлăхĕ начар пулнипе ачана республикăри ача-пăча клиника больницине вырнаçтарнă.

Тата тепĕр тĕслĕх: çул çитмен ача автобус хыçĕнчен çакланса ярăнма шут тытнă, вăрах тытăнса тăрайманнипе персе аннă. Каллех суранланнă.

 - Умра – çуллахи каникул. Ачасен пушă вăхăчĕ нумай: самокатпа, велосипедпа ярăнĕç, çакă яланах хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пурнăçланмасть. Тархасшăн, ачасен пушă вăхăчĕ мĕнле иртнине тимлесе тăрăр, вĕсемпе калаçăр. Ачасене инкекрен сыхлас тесе мĕн тума пултарнине тăвар. Тимлĕ пулмаллине, нимĕнле йăпану та сывлăхпа пурнăçран хаклă пулманнине ăнлантарса парăр, - чĕнсе каланă республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас