+17 °С
Облачно


Ĕпхÿ хулинчи патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 47 çулхи водитель «Мицубиси Лансер» автомобильпе пынă чухне Баязит Бикбай урамĕнчи çуртсен картишĕнчен тухнă чухне çуран çÿрекен пĕчĕк ача çине пырса кĕнĕ. Шăпарлан самокатпа ярăнса пынă пулнă.
Ачана сывлăх сыхлав учрежденине илсе çитернĕ, тухтăрсем ăна тĕрĕслесе медицина пулăшăвĕ панă хыççăн аслисемпе пĕрле килне кайма ирĕк панă.
Çул-йĕр инкекĕ пирки автоинспекторсем административлă тĕрĕслев ирттереççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.