

Тĕп сăлтавĕ фитосанитари нормисене пăхăнмасăр тăтăшах вĕсене пăсни пулса тăнă. Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çулта Раççее пахча çимĕç илсе килнĕ чухне 180 хут карантин лару-тăрăвĕпе усă курма тивнĕ.
Çавăн пекех Россельхознадзор ют çĕршыври экспортерсем фитотĕрĕслев системине кирлĕ пек йĕркелеменнине тата унпа усă курманнине тупса палăртнă. Арменири теплица комплексĕсен инспекцийĕ йĕркене пăснине çирĕплетнĕ, анчах та маларах палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме мерăсем йышăнман.
«Хăрушсăрлăх алгоритмне пурнăçа кĕртме пуçламасăр Раççее Арменирен пахча çимĕç илсе килме тытăнмĕç», - тенĕ Россельхознадзор.
Юрий СНЕГОПАД.