Урал сасси
+16 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
1 Июня , 07:00

Ĕпхÿре автобус çуннă

Паян, июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, ПР  Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитетне тĕп хулара Киров урамĕнче вут-çулăм алхасни пирки хыпар çитнĕ.

Ĕпхÿре автобус çуннăĔпхÿре автобус çуннă
Ĕпхÿре автобус çуннă

Ведомство пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пушар расчечĕ вырăна çитнĕ çĕре «ЛиАЗ» маркăллă автобусăн хыçал пайĕ çуннă пулнă. Çăлавçăсем çийĕнчех уçă çулăма сÿнтернĕ. Пушар лаптăкĕ 15 тăваткал метрпа танлашнă.

Пассажирсем хушшинче вут-çулăмпа суранланнисем пулман. Хальхи вăхăтра вырăнта Раççей Инкеклĕ лару-тăру министерствин дознователĕсем ĕçлеççĕ, вут-çулăм мĕн сăлтава пула тухнине уçăмлатаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас