+14 °С
Облачно


Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, ведомствăн диспечер службине Мударисово ялĕнчи Юбилейнăй урамра вут-çулăм алхасни çинче хыпар килсе çитнĕ.
Вырăна çийĕнчех пушар сÿнтерекенсем тата васкавлă пулăшу паракан ытти службăсем килсе çитнĕ. Уçă çулăмпа çунакан йывăç мунча çулăмне сÿнтернĕ. Каярах унта вилнĕ хĕрарăмăн ÿтне тупнă.
Вут-кăвар мĕнрен тухнине Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин дознователĕ уçăмлатать, следствипе оперативлă ушкăн ĕçлет.
Юрий СНЕГОПАД.