Урал сасси
+21 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
8 Июня , 07:30

Пишпÿлек районĕнче çамрăк водитель вилнĕ

Пишпÿлек тăрăхĕнче вилĕмпе вĕçленнĕ çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ тесе пĕлтернĕ республикăри тĕп патшалăх автоинспекторĕ Владимир Севастьянов.

Пишпÿлек районĕнче çамрăк водитель вилнĕПишпÿлек районĕнче çамрăк водитель вилнĕ
Пишпÿлек районĕнче çамрăк водитель вилнĕ

 - Июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Приютово – Пишпÿлек автомобиль çулĕн 28 çухрăмĕнчи аварире «Лада Калина» рулĕ умĕнче ларакан19 çулхи çамрăк машинăна тытса чарайман пирки кювета чăмнă, çаврăнса ÿкнĕ, - каласа панă Владимир Севастьянов.

Васкавлă пулăшу киличчен çамрăк водителĕн чĕри тапма чарăннă. Унăн 16 çулхи хĕр-пассажирне тĕрлĕ сурансемпе больницăна илсе çитернĕ.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас