

Паян, июнь уйăхĕн 11-мĕшĕнче, ирхи 8 00 сехетре Ĕпхÿ районĕнче М-12 «Хĕвелтухăç» автоçул патне пыракан çулăн пиллĕкмĕш çухрăмĕнче виçĕ автомобиль çапăннă. Çакăн çинчен Пушкăртстанăн тĕп автоинспекторĕ Владимир Севастьянов пĕлтернĕ.
Малтанхи хыпар тăрăх, Hyundai Accent автомобилĕн 1996 çулта çуралнă водителĕ çула май пыракан Mitsubishi Outlander хурçă ута пырса тăрăннă. Иккĕмĕш автомобиль рульне 46 çулхи арçын тытса пынă. Hyundai пырса тăрăннă хыççăн хирĕç килекен çул çине тухса кайса Skoda Yeti машинăпа çапăннă. Унăн рулĕ умĕнче 40 çулхи арçын ларса пынă.
Инкеке пула Hyundai çинчи 20 çулхи пассажирăн васкавлă пулăшу киличчен чĕри тапма чарăннă. Çак автомобилĕн водительне тата тепĕр пассажира сурансене пула больницăна ăсатнă. Пăтăрмаха лекнĕ ытти çынсем суранланман.
Юрий СНЕГОПАД.