Урал сасси
+15 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
12 Июня , 11:00

Кăмпа пуçтарма кайнă çын çухалса кайнă

Гафури районĕнче пĕр арçын кăмпа пуçтарма тухса кайнă та каялла таврăнман. Тăванĕсем пăшăрханнипе 112 сиситема центрне шăнкăравланă.  Телее, кăмпаçă хăйех тупăннă, ăна медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман.

Кăмпа пуçтарма кайнă çын çухалса кайнăКăмпа пуçтарма кайнă çын çухалса кайнă
Кăмпа пуçтарма кайнă çын çухалса кайнă

ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ пулă тытма, похода, кăмпана е вăрмана уçăлса çÿреме кайнă чухне малтан хатĕрленмеллине аса илтерет. Чи малтан телефона зарядка тумалла, портативлă заряд хатĕрне пĕрле илмелле, хăвăр мĕнле маршрутпа утма пултарни тата хăш вăхăтра каялла таврăнма палăртни çинчен çывăх çыннăрсене пĕлтермелле. Енчен те вăрманта аташса кайрăр пулсан, пĕр вырăнта чарăнса тăмалла, 112 службăна шăнкăравламалла. Ун хыççăн урăх вырăна куçмасăр çавăнтах пулăшу килессе кĕтсе тăмалла.

Сăмах май, нумаях пулмасть каллех Гафури районĕнче арçын квадроциклпа ярăнма кайнă та çухалнă пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас