+17 °С
Ясно


Пăтăрмах июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ушаков адмирал урамĕнчи 70-мĕш çурт картишĕнче пулса иртнĕ. Кунта пурăнакан çын каласа панă тăрăх, йытăсем виççĕн пулнă, вĕсенчен пĕри хĕрарăма уринчен çыртса илнĕ.
Суранланнă хĕрарăм йытăсем ачасем çине те тапăнма пултараççĕ тесе шутлать, асăрханма ыйтать. Çавăн пекех вăл йытăсен ушкăнне ВАЗ автоцентр пулнă вырăнта та тăтăшах курнине пĕлтернĕ.
Юрий СНЕГОПАД.