

Инкексем Дюртюли, Дуван тата Чишма районӗсенче пулса иртнӗ, кашни тĕслĕхре ачасем аслисен тимлĕхĕсĕр пулнă.
- Ялпа юнашар юхан шыв пулсан унăн тĕпне тĕрĕсленĕ, асăрхаттару паллисем лартнă, тĕрĕслесе тăракан хӑрушсӑр вырӑн пулмалла, - тенĕ вăл.
Паянхи кун Пушкӑртстанра 329 ятарлă шыва кӗмелли вырӑн ӗҫлет. Андрей Назаров Краснокамскри, Абзелилпа Нуриман районӗсенче туса ирттернĕ пысӑка хурса хакланӑ, Ĕпхÿ, Çтерлĕ тата Дюртюли районĕсене кая юлнисен шутне кĕртнĕ.
- Аслисем шыв ҫинче хӑйсемшĕн хӑрушлӑх пуррине ăнланаççĕ пулсан, ачасем ун çинчен пачах та уйламаççĕ. Вӗсем хăть хăш çĕрте те шыва кĕме пултараççĕ, - хушса хунă премьер-министр. – Асатте-асаннесем, кукашшĕ-кукамăшсем, ашшĕ-амăшсем мăнукăрсене, ачăрсене тӑватӑ куҫпа сӑнӑр. Шыв хӗрринчи кану савăнăç çеç кÿмелле, Инкеклĕ лару-тăру хыпарĕсенче пулмалла мар.