

- Çурхи пушар хăрушлăхĕн вăхăчĕ ăнăçлă вĕçленчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 14 вăрман пушарне шута илнĕ, пурĕ 87 гектар çĕр пичĕ сиенленнĕ. Чи кирли вĕсене пурне те вăхăтра хăвăрт сÿнтернĕ, ял-хуласене, экономика объекчĕсене сиен кÿмен.
Вăрман фончĕ пирĕн пысăк – 5,7 млн гектара яхăн. Çĕр çинчен кăна пурне те сăнаса тăраймастăн. Космос мониторингĕпе усă куратпăр, авиаципе тата çĕр çинче çÿрекен транспортпа патрульлессине йĕркеленĕ. Авиаци вăйĕпе 4,1 млн гектар лаптăка пăхса тăратпăр, çĕр çинчи маршрутсен шучĕ 563 çитет. Тăтăшах пушар тухакан районсенче 22 «Вăрман управçи» («Лесохранитель») система ĕçлет. Сухаласа ÿсентăрансенчен тасатнă тăрăхсене, пушарпа кĕрешме ятарласа уйăрнă вырăнсене çĕнететпĕр. «Экологи ырлахĕ» («Экологическое благополучие») усă курса 18,5 млн тенкĕлĕх 7 вăрман пушарĕсемпе кĕрешмелли техника туянтăмăр.
Умра çулла тата кĕркунне, уйрăмах йывăр тапхăр. Вăрман хуçалăх министерствине вырăнти муниципалитетсемпе профилактика ĕçне вăйлăлатма хушрăм. Çак вăхăтра вăрман çывăхĕнчи çÿп-çап куписене, çунакан япаласене уйрăм тимлĕх уйăрмалла. Çавăн пекех ял-хуласен патĕнчи хÿтĕлев тăрăхĕсене тăтăшах çĕнетсе тăмалла.
Пушкăртстанра пурăнакансене пурне те вут-çулăмпа асăрхануллă пулма ыйтатăп. Çулла хăвăрт иртсе каять, çуннă вăрмана çĕнетме вара вуншар çул кирлĕ, - тенĕ Андрей Назаров.
Юрий СНЕГОПАД.