Урал сасси
+20 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
19 Июня , 13:00

Арçынпа ача шывра путса вилнĕ

Пушкӑртстанра пӗр талӑкра шыв ҫинче харӑсах икӗ трагеди пулса иртнӗ. Кун пирки республикӑри Инкеклĕ лару-тăру министерстви пӗлтернĕ.

Арçынпа ача шывра путса вилнĕАрçынпа ача шывра путса вилнĕ
Арçынпа ача шывра путса вилнĕ

Дюртюли районӗнче Кучергич ялӗ çывăхĕнчи  Шур Атӑлта 41 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Мӑшӑр юхан шыв патне канма килнӗ, шыва кӗме ятарласа хатӗрлемен вырӑна суйланӑ. Арҫынпа хӗрарӑм вӗрсе хӑпартнă кимӗпе ярӑннӑ, анчах ăна тытса пырайманнипе вăл ҫаврӑнса ӳкнӗ. Хӗрарӑм хăтару жилетне тӑхӑннипе сывă юлнӑ, упӑшки кимӗре выртакан жилета тӑхӑнма ӗлкӗреймесӗрех путса вилнӗ.

Баймак районӗнчи Сакмара юханшывӗнчи Нигаматово ялӗнче канакансем сакӑр ҫулхи хӗр ачан ÿтне тупнӑ. Ача та шыва кĕме юраман вырăнта ишнĕ, аслисен тимлĕхĕсĕр юлнӑ. Икӗ тӗслӗхпе те саккунлăха сыхлакансем лару-тӑрӑва тишкереҫҫӗ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас