Урал сасси
+21 °С
Дождь
Хăрушсăрлăх
19 Июня , 05:00

Дуван районĕнчи çул çинче пысăк инкек пулса иртнĕ

Ĕнер, июнь уйăхĕн 18-мĕшĕнче, çул-йĕр инкекĕнче васкавлă пулăшу автомобилĕ çинче 3 çын пурнăçĕ татăлнă. Авари Дуван районĕнче пулса иртнĕ, васкавлă пулăшу машини грузовикпа çапăннă.

Дуван районĕнчи çул çинче пысăк инкек пулса иртнĕДуван районĕнчи çул çинче пысăк инкек пулса иртнĕ
Дуван районĕнчи çул çинче пысăк инкек пулса иртнĕ

ПР Патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пăтăрмах каçхи 19.00 сехетсенче Крапачово – Мясегутово – Ачит автоçулăн 80-мĕш çухрăмĕнче пулнă. Хĕрĕх пĕр çулхи васкавлă пулăшу автомобилĕн водителĕ «Газельпе» хăй умĕнче тăракан «Лада Веста» (вăл светофорăн хĕрлĕ çутти çуннипе чарăннă пулнă) тата çăк турттаракан «Мерседес» çине пырса кĕнĕ.

Аваринче «Газель» çинчи виçĕ пассажир вырăнтах вилнĕ.  Вĕсен шутĕнче  икĕ медицина ĕçченĕ тата водителĕн 20 çулхи хĕрĕ пулнă. Водителе йышлă та йывăр сурансемпе больницăна ăсатнă.

Лару-тăрăва сывлăх сыхлав министре хăй тĕрĕслесе тăрать. Вилнĕ медицина ĕçченĕсен çемйисене пулăшу парĕç. Инкек мĕн сăлтава пула пулса иртнине компентентлă органсем уçăмлатаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Дуван районĕнчи çул çинче пысăк инкек пулса иртнĕ
Дуван районĕнчи çул çинче пысăк инкек пулса иртнĕ
Дуван районĕнчи çул çинче пысăк инкек пулса иртнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас