Урал сасси
+11 °С
Дождь
Хăрушсăрлăх
29 Июня , 11:30

Эрне хушшинче Пушкӑртстан ҫыннисем ултавҫӑсене 35 млн тенкӗ ытла панӑ

Ултавҫӑсемсоциаллӑинженеримеслечӗсемпеусӑ кураҫҫӗ.

Эрне хушшинче Пушкӑртстан ҫыннисем ултавҫӑсене 35 млн тенкӗ ытла панӑЭрне хушшинче Пушкӑртстан ҫыннисем ултавҫӑсене 35 млн тенкӗ ытла панӑ
Эрне хушшинче Пушкӑртстан ҫыннисем ултавҫӑсене 35 млн тенкӗ ытла панӑ

Мӗншӗн çынсем телефон аферисчӗсене шанни пирки вара Пушкӑртстанри Шалти ӗҫсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн пуҫлӑхӗ, Алексей Солодянкин полковник каласа панă.Уншучӗпе,"ултавҫӑсем социаллӑ инженери меслечӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, этемӗн тӗп туйӑмӗсем ҫинче выляҫҫӗ".

- Вӗсен шутне перекетлӗхӗшӗн хӑрани, ҫӑткӑнлӑх  е ҫывӑх ҫыннине пулӑшас тени кĕрет, - асӑннӑ ПР Шалти ĕçсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн ертӳҫи.- Ултавҫӑсем тактикӑна тӑтӑшах улӑштараҫҫӗ, пӗрре банк ӗҫченӗсем, тепре йĕркене сыхлакан органсем тесе шантараççĕ.Тӗптӗллев - ҫыннашухӑшламавӑхӑтпаманни. Полковникасӑрхаттарать: «шиклентерекен операци ҫинчен илтсен тата укҫана хӑрушлӑхсӑр счечĕ ҫине куҫарма ыйтсан — сирĕнпе ултавçăсем калаçаççĕ».

— Тем тесен те васкавлă ĕҫсем ан тӑвӑр, ан калаçăр, - ӑнлантарса парать Алексей Солодянкин.

Ун сăмахĕсем тӑрӑх, аферистсем ҫынсене улталама пултарнин тӗп сӑлтавӗ — вĕсем çынпа пĕр чарăнми телефонпа калаçнинче.

 - Пирӗн граждансен çакна ӑнланмалла: вӗсен патне тӗрлӗ организаци ĕçченĕсем шӑнкӑравласан, телефона хумасса ыйтса пĕр чарăнми калаçсан, вӗсем ултавҫӑсем пулма пултараҫҫӗ, - пӗлтерет вӑл.- Полици ӗҫченӗсем ҫын ултавҫӑпа калаҫнине курса информацие телефонпа пӗлтермессе асăрхаттарнă тĕслĕхсем те пулнă.Ҫав вӑхӑтрамошенниксем çынна:  «Халӗ сирӗн пата полици ӗҫченӗсем пырӗҫ - вӗсем суя йĕрке хуралçисем, вӗсене ан итлӗр", - тенӗ.Ҫын ун чух полици ĕçченĕсенчен тарнă çеç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас