Урал сасси
+21 °С
Дождь
Хăрушсăрлăх
1 Июля , 14:00

Вун виççĕри пулӑҫӑн куҫ хупанкине вӑлта йӗппи кӗрсе ларнӑ

Арҫын ача пулла кайнӑ. Ӑнсӑртран вӑлта ҫиппи тӑрук вӑйлӑ туртӑннӑ та йӗппи татӑлса куҫ хупанкине кӗрсе ларнӑ.

Вун виççĕри пулӑҫӑн куҫ хупанкине вӑлта йӗппи кӗрсе ларнӑВун виççĕри пулӑҫӑн куҫ хупанкине вӑлта йӗппи кӗрсе ларнӑ
Вун виççĕри пулӑҫӑн куҫ хупанкине вӑлта йӗппи кӗрсе ларнӑ

Ачан ашшӗ-амӑшӗ часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Арҫын ачана Республикӑри офтальмологи клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унти хирургсем йӗппе кӑларнӑ. Офтальмолог килте сипленмелли рецепт ҫырса парса ачана киле янӑ.

Офтальмологсем асӑрхаттараҫҫӗ: вӑлта йӗппи пӗчӗк пулсан та хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Вӑл куҫа тӑрӑнсан куҫ ҫивӗчлӗхне те ҫухатма пулать.

Чăваш халăх сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас