

Çак утăма республикăра генетика енчен таса утарсем пулччăр тесе тунă. Халĕ вырăнти селекцие аталантарассипе тата «Пушкăрт хурчĕ» бренд тăвассипе ĕçлĕç.
Правительствăн вице-премьерĕ – ПР Ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов маларах региона кашни çулах çĕр пин ытла хурт çемйи ытти регионсенчен тата чикĕ леш енчен, ытларах Вăтам Азирен, илсе килнĕ пулсан кăçал сутăн илессине пĕтĕмпех чарни çинчен пĕлтернĕ.
Çав вăхăтрах республика хăйĕн хăватне ÿстерет. Ку сезонра вырăнти утарçăсем хĕрĕх пин ытла хурт çемйи сутнă. Влаçсем çак хисепе малашне çулталăкра çĕр пине çитерме тата пушкăрт хуртне регионăн визит карточкине çавăрма палăртнă.
Ильшат Фазрахманов Пушкăртстан таварлă пыл тăвассипе пĕрремĕш вырăн йышăннине астутарнă. Генетика материалĕн импортĕнчен экспортне куçасси тепĕр утăм пуласса çирĕплетнĕ.
- Пыл хурчĕсене Узбекистанран илсе килес вырăнне Пушкăртстан вĕсене хăй сутма пуçлĕ, - хушса каланă вице-премьер. – Январь уйăхĕнче Хурт-хăмăрçăсен форумне ирттерме палăртатпăр.
Влаçсен çирĕп шухăшне профессиллĕ пĕрлĕхсенче те ырлаççĕ.
- Чикĕ леш енче хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе пысăк укçа-тенкĕ хываççĕ, çав шутра пирĕнпе туслă мар çĕршывсем те, - ăнлантарса панă РФ Хурт-хăмăрçăсен пĕрлĕхĕн правлени пайташĕ Иван Вавилов. – Раççей Вăтам Азин тĕп потребителĕ шутланнă май асăннă бизнесăн тĕллевĕ – пирĕн пыл хуртне пĕтересси пулма пултарать. Юлашки вăхăтра Узбекистан хурт-хăмăр ĕрчетессипе Хĕвел анăç çĕршывĕсенчен пысăк пулăшу илет. Эпир çакăнта тарăн шухăш куратпăр – вăл биологи хĕç-пăшалĕ пулма пултарни таранах. Çитменнине тата пĕтĕм Раççее тăшман лабораторийĕсем хупăрласа илнĕ. Ют пыл хурчĕсем пирĕннисен генетикине пĕтереççĕ çеç мар, вĕсене халиччен пĕлмен тĕрлĕ чирсем ертеççĕ.
Вăл каланă тăрăх, ĕрчев процесĕ уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратать. Ама хурт (матка) вĕллерен 3-6 çухрăмра мăшăрланать. Асăннă радиусри утарсенчен сăрă хуртсем (трутни) ют генетика материалĕпе хутшăнаççĕ.
- Çак ĕçе начар еткерлĕхлисем лексен пĕтĕм хурт çемйи асап тÿсет. Несĕл вăйсăрланса генетика тĕлĕшĕнчен пăсăлса тухать, - çирĕплетет Иван Леонидович. – Утарçăсене шухăшсем канăç памаççĕ: мĕншĕн хуртсен çемйи чирлет, мĕншĕн пылра антибиотик пур тата хуртсем хĕл каçайманшăн кам айăплă? Кăнтăр пыл хурчĕ пирĕн хĕле чăтаймасăр вилет, вăл пĕр сезон çеç пурăнать. Пирĕн хурт-хăмăрçăсем вара мĕншĕн пыл хурчĕсем хĕлле пĕтнĕшĕн тĕлĕнеççĕ – мĕншĕн тесен вĕсем Вăтам Азин чирĕсемпе тата кăнтăрти генсемпе чирлеççĕ. Хуравĕ шăпах тĕрĕслевсĕр пĕтĕçтерÿре пытанать.