

Ведомство çул ҫинче пӑшие асӑрхасан автомобиль хӑвӑртлӑхне ҫийӗнчех чакармалла тесе пӗлтерет. Ҫавӑн пекех хыҫра пыракан водительсене систерес тесе авари сигнализацине хускатмалла, *2323 номерпе шăнкăравласа авари комиссарне чӗнтермелле.
Автоинспекторсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынă чух чӗр чуна пăрăнса иртсе кайма хушмаççĕ, мӗншӗн тесен васкавлă маневр туни йывӑртарах инкек патне илсе ҫитерме пултарать.
Сасӑ сигналӗпе усӑ курса чӗр чуна хӑваласа яма тӑрӑшмалла мар, мӗншӗн тесен вăл мĕн хăтланассине пĕлме çук. Уйрӑмах ирхине тата каҫпа, пăшисем чи хастар чухне, тимлӗ пулмалла. Автоинспекторсемпе ҫул-йӗр службисем трассӑсене, картасене тӗрӗслеҫҫӗ, тупса палӑртнӑ çитменлĕхсене хӑвӑрт сиреççĕ. Анчах чĕр чунсем трасса ҫине тухассине пӗтӗмпех сирсе яма май ҫук.