

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров вăрçă вăхăтĕнче республикӑри стратегиллӗ предприятисене хӳтӗлесси чи малти вырăнта пулнине пĕлтернĕ. Вăл каланӑ тӑрӑх,"тӑшман чее, ултавлӑ, хӑрушӑ, кӑткӑс тата тӑтӑшах улшăнса, çĕнелсе тăрать". - Тӑшмансем час вӗренеҫҫӗ, пирӗн вара хӳтӗленме ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курма тивет, - ӑнлантарнă Радий Фаритович. - Пĕлтерĕшлĕ объектсемпе пуян Пушкӑртстан тӑшмана нихăçан та канăç памассине лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та хăрушлăха сирес тесе кашни кун тăрăшăпăр.
Радий
Хабиров предприятисен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси питӗ кӑткӑс та пăшăрхануллă ыйту пулнине пĕлтернĕ.
- Пирӗн эпӗ ертсе пыракан оперативлӑ штаб пур, кашни эрнере промышленность инфраструктура тытӑмне сыхлассипе йышӑнусем тӑватпӑр, - ӑнлантарса панă вӑл. – Çакăн валли хушма укçа-тенкĕ тупма тивет. Сӑмах пассивлӑ тата активлӑ хӳтлӗх пирки пырать. Пассивлӑ хӳтлӗх шутне дронсенчен хăтаракан сеткăсем кĕреççĕ. Оборонӑн активлӑ системи те пур, анчах тӑшмана ытлашши информаци парас мар тесе ун ҫинчен каламăпăр.
Радий Хабиров юлашки вӑхӑтра Украина енчен пӗр-икӗ дрон çеç мар, кĕтĕвĕпе çĕршер хатĕр вĕçни çинчен каланă. Вĕсене Европа ҫӗршывӗсем тивӗҫтерсе тăраççĕ. Дронсене хирĕç кĕрешме вĕренмелле.
- Кашни кун çĕнĕ даннăйсем килсе тăраççĕ, кашни кун хирӗҫ тӑма мерӑсем йышӑнмалла, - ӑнлантарнă вӑл. - Паян предприятисене сыхлама"Барс" отряда ҫынсене пухрӑмӑр. Вĕсене лайăх ĕç укçи тÿлеççĕ, полигонра ятарлӑ хатӗрленӳ иртнĕ, халĕ вĕсем дежурствӑна тăнă та ӗнтӗ.