Урал сасси
+20 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
8 Июля , 09:00

Виçĕ çулхи ача путса вилнĕ

Следовательсем Янаул районĕнче виçĕ çулхи ача вилни пирки тĕпчеççĕ.

Виçĕ çулхи ача путса вилнĕВиçĕ çулхи ача путса вилнĕ
Виçĕ çулхи ача путса вилнĕ

Инкек Максимово ялĕнче июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Ача тăванĕсем патĕнче хăйĕн пилĕк çулхи аппăшĕпе вылянă. Аслисен тимлĕхĕсĕр юлнă ачасем çурт хыçĕнче вырнаçнă пĕве патне кайнă. Арçын ача шыва ÿксе чыхăнса вилнĕ.

Йĕрке хуралçисем инкек вырăнне пăхса тухнă, çемьери çынсенчен тата куракансенчен ыйтса пĕлнĕ. Вĕсен пулса иртнин лару-тăрăвне палăртма тивĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас