Урал сасси
+19 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
10 Июля , 09:00

Ĕпхÿри тоннельте водитель карта çине пырса кĕнĕ

Пушкăртстан Республикин Транспорт дирекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Ĕпхÿ хулине Хĕвел тухăç енчен тухмалли автоçулăн пĕрремĕш çухрăмĕнчи тоннельте пĕр автомобильпе çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Çакна видеосăнав камери ÿкерсе илнĕ.

Ĕпхÿри тоннельте водитель карта çине пырса кĕнĕĔпхÿри тоннельте водитель карта çине пырса кĕнĕ
Ĕпхÿри тоннельте водитель карта çине пырса кĕнĕ

Ахăртнех водитель çул çинче вăхăтлăха вырнаçтарнă картана асăрхаман пулмалла, хăвăртлăхпа пынă май ун çине пырса кĕнĕ. Вырăна килсе çитнĕ авари комиссарĕпе хăрушсăрлăх траспорчĕн ĕçченĕсем ытти автомобильсене чăрмавсăр иртсе çÿреме çул уçса панă. Картана пырса тăрăннă автомобиль механика енчен сиенленмен, çавăнпа та водитель сĕннипе çул-йĕр инкекĕ пирки протокол çырса вăхăта ирттермен.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас