

ГПНС территорине 32 пилотсăр вĕçекен аппарат вĕçсе кĕнĕ. Эшелонлă хÿтĕлев вăйĕпе (Хÿтĕлев министерстви, предприяти тата «БАРС» батальон хутшăннипе) 18 дрона çапса антарнă, ыттисем ориентаци çухатнă.
Хальхи вăхăтра Çтерлĕ район территорийĕнче БПЛА пайĕсене шыраççĕ. Çак тăрăхра пурăнакансене асăрхануллă пулма тата вĕçекен аппаратăн кирек мĕнле пайĕсене тупсан та пĕлтерме ыйтаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен çумĕнче сирпĕнекен япаласем пулма пултараççĕ.
Сывлăшран тапăннинчен хÿтĕлекен çарсене пула предприятинчи технологи объекчĕсем пĕри те сиенленмен тесе палăртнă Радий Хабиров. Хăш-пĕр вырăнсенче пулăшу паракан эстакадăсем, газ пăрăхĕсем тата электричество кабелĕсем юрăхсăра тухнă, çавна пулах вут-çулăм çĕкленнĕ. Хальхи вăхăт тĕлне пушарсене пурне те сÿнтернĕ. Предприяти ĕçченĕсем хушшинче вилнĕ тата аманнă çынсем çук.
Регион ертÿçи предприятинче çывăх вăхăтра юсав ĕçесене тума пуçлассине пĕлтернĕ. Вĕсем талăкĕпех тăçăлĕç.
- Темиçе кунран, юсав ĕçĕсене туса иртернĕ хыççăн, предприяти тулли вăйпа ĕçлеме пуçлĕ тесе шутлатăп, - тенĕ Радий Хабиров.
Çакăн пек атакăсем малашне те пулма пултараççĕ. Çавăнпа та хăрушсăрлăх мерисене вăйлăлатма тÿр килет.
Юрий СНЕГОПАД.