

Çтерлĕ хулинче пурăнакан 63 çулхи хĕрарăм телефон мошенникĕсене шанса перекетленĕ укçисемсĕр тăрса юлнă. Аферистсем темиçе кун тăршшĕ хĕрарăм патне хăйсем Пенси фончĕн, Тĕп банк, ФСБ тата Росфинмониторинг ĕçченĕсем тесе шантарса шăнкăравланă.
Усал шухăшлисем пĕр вăхăтрах тĕрлĕ сăлтав шыраса тупнă: пенсие тепĕр хут шутласси, «Госуслугинчи» аккаунта çĕмĕрни, террористсене пулăшни тата «укçа-тенкĕ экспертизи. Юлашкинчен пенсири хĕрарăм пĕтĕм пурлăхне хывса Ĕпхÿ хулинчи çÿп-çап контейнерĕ умĕнче укçа тĕркине палламан çынна тыттарнă. «Шанчăклăрах» пултăр тесе «голубь» код сăмахĕпе усă курнă. Пурлăха панă хыççăн мессенджерта укçине экспертизăна яни çинчен суя квитанци килнĕ.
Асăннă пулăмпа «Пысăк виçепе мошенникла хăтланни» (РФ Уголовлă кодексăн 159 статйин 4 пайĕ) статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă. Преступниксене вунă çула çитиччен ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Хĕрарăм хыпарсенчен мошенниксен сехми çинчен пĕлни, июнь уйăхĕнче полицейскисен профилактика калаçăвне итлени те паллă. Анчах та çаксем те аферистсен чеелĕхне хирĕç тăма пулăшман.
Шалти ĕçсен министерствинче мошенниксен ултавне лекмессе ансат правилăсем çинчен астутараççĕ:
- Калаçăва татăр. Телефонпа патшалăх органĕн ĕçченĕ тесе пĕлтерсен тата укçа ыйтсан – телефон кĕпçине хурăр.
- Телефонпа харпăр даннăйсене ан калăр. СМСри кодсене, СНИЛС, «Госуслуги» паролĕсене никама та пĕлтермелле мар.
- «Хăрушсăрлăх счечĕсем» пулмаççĕ. Ку ултавçăсем шухăшласа кăларни – банксем укçасене урăх счет çине куçарма ыйтмаççĕ.
- Хăвăр шăнкăравлăр. Иккĕленетĕр пулсан, палламан çын пĕлтернипе мар, официаллă телефон номерĕпе ведомствăна шăнкăравлăр.
- Патшалăх органĕсем мессенджерта çырмаççĕ. Банксемпе патшалăх структурисем укçа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе WhatsApp е Telegramра калаçмаççĕ.
Мошенниксене укçа куçарса ĕлкĕртĕр пулсан – банка е полицие каймалла.