Урал сасси
+34 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
22 Июля , 06:00

Çÿп-çап пунктĕнче мина тупнă

Пушкăртстанра çÿп-çап уйăрмалли пунктра вăрçă хатĕрĕ евĕр япала тупнă.

Çÿп-çап пунктĕнче мина тупнăÇÿп-çап пунктĕнче мина тупнă
Çÿп-çап пунктĕнче мина тупнă

Çак пулăм каяшсене сортланă чух пулса иртнĕ. Предприяти ĕçченĕсем мина евĕр объект асăрханă та çийĕнчех ОМОН чĕнтернĕ.

Йĕрке хуралçисем территорие çавăрса илнĕ тата тупрана тĕплĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Экспертиза  çак япала танка тĕп тумалли мина пулнине, вăхăт иртнипе вăл тутăхса юрăхсăра тухнине кăтартнă. Çынсемшĕн мина нимĕнле хăрушлăх та кăларса тăратмасть.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас