

Туймазӑ районӗнчи Кандрыкуль кӳллинче профилактика рейчӗ вӑхӑтӗнче ҫӑлавҫӑсем вӗрсе хӑпартнӑ матрас ҫинче тӑватӑ ҫынна курнӑ. Ҫил вӗсене ҫыран хӗрринчен инҫете илсе кайнă, вĕсем хӑйсем тӗллӗн каялла таврӑнайман. Ҫӑлавҫӑсем кимĕпе канакансем патне часах ҫитнӗ те вӗсене ҫыран хӗррине кăларнă.
"Вӗрсе хӑпартмалли матрассем тата ҫаврашкасем тарăн шыв ăшне ишсе кĕмелли хатĕрсем мар, — аса илтернĕ ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалӑх комитетӗнче.
- Ҫил те, юхӑм та сире самантрах ҫыран хӗрринчен инҫете илсе кайма пултарать. Тимлӗ пулӑр, хӑрушсӑрлӑх çинчен манса ан кайăр".
Иртнӗ талӑкра Ĕпхÿри гражданла хӳтӗлев управленийӗн ҫӑлавҫисем 31 ҫынна шывран туртса кӑларнӑ.
Вӗсенчен çирĕм саккăрăшне Шурӑ Атăл ҫинчи "Солнечный" пляжра ҫӑлнӑ.