Урал сасси
+15 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
30 Июля , 06:00

Пушкăртстанра ачасене хÿтĕлемелли нейросеть йĕркеленĕ

«Деймос» программа текст режимĕнче интернетри хăрушлăх пирки систерет.

Пушкăртстанра ачасене хÿтĕлемелли нейросеть йĕркеленĕПушкăртстанра ачасене хÿтĕлемелли нейросеть йĕркеленĕ
Пушкăртстанра ачасене хÿтĕлемелли нейросеть йĕркеленĕ

ПР ведомствăсен хушшинчи Обществăлла хăрушсăрлăх канашĕн секретарĕ Валерий Олейник «Деймос» программа комплексĕ çинчен каласа панă. Вăл интернета текст режимĕнче сканерлать. Анчах та программăна хатĕрлекенсен тĕп мăнаçлăхĕпе çитĕнĕвĕ – хĕсĕрленинчен сыхлакан модуль пурри.

Вăл практикăра мĕнле ĕçлет-ха? Нейросеть уçă çăлкуçсене тĕрĕслет, ачана хĕсĕрленине, тапăннине е çамрăкăн хăй çине алă хурас кăмăлĕ пуррине тĕпчет. Система хăрушă объекта тупсан информацие çийĕнчех видеоаналитикăна çитерет. Асăннă объект шкул çывăхĕнчи камерăсене лекнĕ хушăра пĕлтерÿ ĕçлеме тытăнать, хыпар çийĕнчех оперативлă службăсене çитет. Çакă вĕренÿ учрежденийĕсем çине темиçе хут тапăннине сирсе яма пулăшнă.

Çавăн пекех «Деймос» программа тăшмансем ачасен ăс-тăнне витĕм кÿрессинчен сыхлать.

Валерий Олейник сăмахĕсем тăрăх, республикăри çамрăксен 45 процентне эрнере пĕр хутчен пулсан та социаллă сетьсенчи иккĕленÿллĕ  ушкăнсене кĕме чĕнеççĕ.

2025 çулта çак ĕç çĕнĕ шая тухнă: терроризм идеологине хирĕç кĕрешмелли программăна обществăлла çынсене тÿлевсĕр вĕрентеççĕ.

Пушкăртстан çамрăксен ăсĕсемшĕн чарусемпе çеç мар, ăслă та хăрушлăхсăр хутлăх тунипе кĕрешме пултарнине çирĕплетет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас