Урал сасси
+17 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
3 Августа , 07:00

Пушкӑртстанра 13 ҫын ҫухалнӑ

Иртнӗ талӑкра Белорецк районӗнче 13 ҫын ҫухалнӑ. ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалӑх комитечӗн 112 системин хыпарсене йышăнакан центра вĕсем ҫухални пирки информаци ҫитнӗ.

Пушкӑртстанра 13 ҫын ҫухалнӑПушкӑртстанра 13 ҫын ҫухалнӑ
Пушкӑртстанра 13 ҫын ҫухалнӑ

Белорецк районӗнче виҫӗ ачапа икӗ хӗрарӑм ҫухалнӑ. Вӗсем вӑрмана кӑмпа пуçтарма кайнă пулнă. Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалӑх комитечӗн ҫӑлавҫисем  çынсене шырама тухса кайнӑ. Ҫавӑн пекех Пӗрремӗш Хӑмла ҫырли (Первая Малиновая) тӑвӗ патӗнче ултӑ турист ҫухалнӑ. Каярах Белорецк районĕнчи вӑрмансенче тата икӗ ҫын аташнă пулăма шута илнĕ.

Телее, пур пăтăрмахсем те чиперех вӗҫленнĕ, ҫухалнисем хӑйсем тӗллӗн тупӑннă. Çӑлавҫӑсен хăвăрт ĕçне пула вĕсене медицина пулӑшӑвӗ те кирлӗ пулман.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас