Урал сасси
+16 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
4 Августа , 08:00

Автомобиль кустӑрмисем айӗнче икӗ пӑши вилнӗ

Иртнӗ канмалли кунсенче республикăра автомобильсем тискер чӗр чунсемпе ҫапӑннă икĕ тĕслĕхе шута илнĕ.

Автомобиль кустӑрмисем айӗнче икӗ пӑши вилнӗАвтомобиль кустӑрмисем айӗнче икӗ пӑши вилнӗ
Автомобиль кустӑрмисем айӗнче икӗ пӑши вилнӗ

Аварисем Благовещенск тата Дюртюли районӗсенче пулса иртнӗ. Икӗ пулăмра та транспортпа пăшисем çапăннă, чӗр чунсем йывăр сурансене пула вырӑнтах вилнĕ. Республикӑри Çут ҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автомобиль водителӗсемпе пассажирӗсем сывă юлнă, суранланман.

Ведомство статистики тӑрӑх, кӑҫалхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа республика ҫулӗсем ҫинче 53 пӑшие, 36 хир качакине, ҫавӑн пекех виҫӗ хир сыснине тата пӗр мулкача автомобильсем  ҫапса хăварнă.

Специалистсем водительсене вӑрман тӑрӑх иртекен трассӑсем çинче сыхă пулма ыйтаҫҫӗ. Тискер кайӑксем асфальт ҫине тӗмсем хушшинчен хӑвӑрт та сасартăк сиксе тухма пултараҫҫӗ, шоферӑн ун пек чух васкавлӑ маневрсем тума вӑхӑт та юлмасть. Питĕрех те каҫхи сехетсенче, çĕрле, çул лайăх курăнман вăхăтра, тимлĕ пулмалла. Экологсем симӗс зонӑна кĕрес умĕн тата çулăн пăрăнмалли вырăнĕсенче хӑвӑртлӑха малтанах чакарма, ир-ирех ҫула тухнă хушăра трасса çине ытларах тимлӗх уйӑрма, ҫавӑн пекех пӑши е пӑлан ӳкернӗ асӑрхаттару паллисене шута илме сӗнеҫҫӗ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас