Урал сасси
+6 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
5 Августа , 13:00

Водитель пысăк мăйракаллă пăшие çапса хăварнă

Июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче, çĕрле, Иглин районĕ урлă выртакан М-5 аслă çулăн 1509-мĕш çухрăмĕнче тискер чĕрчуна пула çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Паллă мар автомобилĕн водителĕ çул урлă каçакан пăшие çапса хăварнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Водитель пысăк мăйракаллă пăшие çапса хăварнăВодитель пысăк мăйракаллă пăшие çапса хăварнă
Водитель пысăк мăйракаллă пăшие çапса хăварнă

- Суранĕсем йывăр пулнипе пăши вырăнтах вилнĕ. Водитель инкек сиксе тухнă вырăнтан тарнă. Сунар ресурсĕсене кÿнĕ сиен виçи 80 пин тенкĕпе танлашать, - пĕлтернĕ ПР Экологи министерствинче.

Ведомствăра çакна та асăрхаттарнă: тискер чĕрчунсене çапса хăварнă тĕслĕхсене патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем регистрацилемелле. Енчен те водитель пăтăрмах сиксе тухнă вырăнтан тарсан анă 1,5 çула водитель прависĕр е 15 талăка ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.    

Автор:Ирида Матниязова