Урал сасси
+16 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
6 Августа , 08:00

Утмăл çулхи хĕрарăм водитель прависĕр тăрса юлĕ

Ҫул-йĕрпе патруль службин ĕҫченĕсем Салават хулинче пурăнакан 60 çулхи хĕрарăма чарнă, тĕрĕслев хыççăн вăл хĕрĕнкĕ пуçпа руль умне ларни паллă пулнă.  

Утмăл çулхи хĕрарăм водитель прависĕр тăрса юлĕУтмăл çулхи хĕрарăм водитель прависĕр тăрса юлĕ
Утмăл çулхи хĕрарăм водитель прависĕр тăрса юлĕ

Автоинспекторсем «ИЖ Юпитер-5»  мотоциклпа, шлемсĕр Федоровка районĕнчи Кузьминовка ялĕ тăрăх пыракан водителе тÿрех асăрханă.

 - Медицина тĕрĕслевĕн кăтартăвĕ сывласа кăларакан сывлăшра 0,222 мг/л алкоголь пуррине çирĕплетнĕ. Çакă вара саккуна пăсни шутланать, - ăнлантарса панă патшалăх автоинспекцийĕнче.

Унсăр пуçне техникăна палăртнă йĕркепе регистрацилемен пулнă. Малашне мотоцикл хуçи водитель прависĕр тăрса юлĕ,  «ИЖ Юпитер-5» ятарлă тăраткăча (стоянка) ăсатĕç.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас