Урал сасси
+23 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
9 Августа , 04:00

Вилнĕ çынсен даннăйĕсене вăрлакан мошенниксене тытса чарнă

Ĕпхÿ хулинче Шалти ĕçĕсен министерствин уголовлă шырав, ФСБ тата Росгварди ĕçченĕсем преступлениллĕ пысăк ушкăн ĕçне тăрă шыв çине кăларнă.

Вилнĕ çынсен даннăйĕсене вăрлакан мошенниксене тытса чарнăВилнĕ çынсен даннăйĕсене вăрлакан мошенниксене тытса чарнă
Вилнĕ çынсен даннăйĕсене вăрлакан мошенниксене тытса чарнă

Усал шухăшлă çынсем  Раççейре пурăнакансен «Госуслуги» порталти аккаунчĕсене çĕмĕрнĕ, вилнисен учет çырнисемпе усă курма та именсе тăман. Ют çынсен паспорт даннăйĕсемпе усăлланса SIM-картăсем уçнă. Вĕсенчен вара пĕтĕм çĕршывĕпе спам-шăнкăравсем тунă. Мошенниксем тĕрлĕ регионти çынсене тĕрлĕ сăлтавпа шăнкăравласа ултав мелĕсемпе усă курса укçа ыйтса илнĕ.

Преступлă ушкăн хăй ĕçĕ валли Ĕпхÿпе Волгоград хулисенче тăватă офис тара илнĕ. Асăннă колл-центрсенче çĕнĕ номерсене регистрациленĕ те  регионсене ăсатма хатĕрленĕ.

Полицейскисем операци вăхăтĕнче 22 çынна тытса чарнă. Вĕсен шутĕнче пуçлăхсем, вĕсен çумĕсем, регионти координаторсем, SIM-картăсем  уçакан операторсем, курьерсем. Халĕ вĕсен тепĕр çыннине шыраççĕ.

Тытса чарнисене хирĕç компьютер информаципе, SIM-картăсемпе  саккунсăр майпа усă курнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă. Вун пĕр çынна преступниксен ушкăнне йĕркеленĕшĕн айăплаççĕ.

Шырав вăхăтĕнче асăннă ушкăнăн ноутбукĕсене, телефонĕсене, тĕрлĕ операторсен 4,5 пин ытла SIM-карттине, пысăк укçа-тенкĕ тата следстви валли пĕлтерĕшлĕ çырмалли кĕнекесене туртса илнĕ.

Тĕпчев малалла тăсăлать, оперативниксем преступлениллĕ ĕçĕн вак-тĕвекĕсене тĕпчеççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас