Урал сасси
+21 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
10 Августа , 12:00

Канмалли кунсенче ултă çын путса вилнĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче республикăри тĕрлĕ районсенчи юхан шывсенче ултă инкек пулса иртнĕ. Вĕсенчен пĕри пĕчĕк ача пурнăçне илсе кайнă.

Канмалли кунсенче ултă çын путса вилнĕКанмалли кунсенче ултă çын путса вилнĕ
Канмалли кунсенче ултă çын путса вилнĕ

Çапла Туймазă районĕнчи Тюменяк ялĕнче арçын шыва кĕме чарнине пăхмасăр пĕвере ишнĕ чух путса вилнĕ. Унăн ÿтне водолазсем шыраççĕ. Кугарчă районĕнчи Муллагулово ялĕнче Шур Атăлти шыва кĕме хатĕрлемен вырăнта 17 çулхи каччă вилĕм тупнă. Давлекан районĕнчи Старомрясово ялĕнче арçын Уршак юхан шывĕнчен пулăçăн ÿтне туртса кăларнă. Тепĕр инкек Калтасă районĕнчи муниципаллă пляжра сиксе тухнă, шывра 65 çулхи арçын путса вилнĕ, унăн ÿтне виçĕ-тăватă метр тарăнăшра тупнă.

Хайбулла районĕнче шыв тăватă çулхи хĕр ачан пурнăçне татнă. Вăл Сакмара юхан шывра  чару палли лартнă вырăнта шыва кĕнĕ. Çтерлĕ хулинче Шур Атăл  юхан шыври ятарласа хатĕрлемен вырăнта 56 çулхи арçын путса вилнĕ, ÿтне водолазсем шывран туртса кăларнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас