+13 °С
Облачно


Çапла Абзелил районĕнчи Ташбулатово ялĕнчи Карабалыкты кÿлĕре 60 çулхи арçын вилĕм тупнă. Унăн ÿтне пулăçăсем туртса кăларнă.
Бирск районĕнче Верхнелачентау тата Нижнелачентау ялĕсем хушшинчи Шуратăл юхан шывра куракансем 19 çулхи каччăн ÿтне шывран туртса кăларнă.
Виççĕмĕш инкек Юмагузино водохранилищĕре сиксе тухнă. Шыва кĕнĕ чух куракансен куçĕ умĕнче 63 çулхи арçын путса вилнĕ. Вăл вырăнта шыва кĕме юраман пулнă.