+23 °С
Облачно


Çул-йĕр ĕçченĕсем Озерное ялĕ çывăхĕнчи çула юсанă. Специалистсем çĕнĕ асфальт сарнă, çул хĕррисене çирĕплетнĕ, разметка тунă.
Асăннă вырăн Раççейĕн тĕп çулĕсен шутне кĕрет, вăл Пушкăртстанри чи тăварлă Мулдаккуль кÿлĕ тата Мулдак-тау сăрт-ту патне илсе çитерет. Талăкне ун тăрăх 2700 автомобиль иртет.