Урал сасси
+15 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
23 Августа , 05:00

Бурай районĕнчи çул-йĕр пăтăрмахĕнче пĕр çын вилнĕ

Август уйăхĕн 21-мĕшĕнче каçхине М-12 «Хĕвелтухăç» федераллă çулăн 1306 çухрăмĕнче çурма прицеплă КамАЗ рулĕ умĕнчи 34 çулхи водитель «Скани» автомобиле (вăл çула май пынă) хыçалтан пырса тăрăннă. Республикăри патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш автомобиль иккĕмĕшне хăваласа çитсе тăрăннă хыççăн «Скани» умĕнче пыракан«Вольво» экскаватора «çупăрланă».

Бурай районĕнчи çул-йĕр пăтăрмахĕнче пĕр çын вилнĕБурай районĕнчи çул-йĕр пăтăрмахĕнче пĕр çын вилнĕ
Бурай районĕнчи çул-йĕр пăтăрмахĕнче пĕр çын вилнĕ

«Инкеке пула КамАЗ водителĕн чĕри, васкавлă медицина пулăшăвĕ килсе çитичченех, вырăнта тапма чарăннă. «Скани» рулĕ умĕнчи çынна сывлăх сыхлав учрежденине илсе кайнă, пулăшу панă хыççăн руль умне ларма ирĕк панă», - тенĕ çул-йĕр полицийĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас