Урал сасси
+20 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
26 Августа , 05:00

Нумай ача ашшĕ путакан икĕ çулхи арçын ачана çăлса хăварнă

Çуллахи пĕр ăшă кун Калтасă салинчи пĕр çемьешĕн чутах инкекпе вĕçленмен. РФ  Шалти ĕçсен министерствин Калтасă районĕнчи уйрăмăн официаллă ĕçченĕ Айгуль Галиева пĕлтернĕ тăрăх, иккĕри ача беговелпа (педальсăр велосипед) ярăннă. Унăн ашшĕ-амăшĕ вăхăтлăха çеç тимлĕх çухатнă, çав самантра шăпăрлан урампа юханшыв хĕррине килсе тухнă.

Нумай ача ашшĕ путакан икĕ çулхи арçын ачана çăлса хăварнăНумай ача ашшĕ путакан икĕ çулхи арçын ачана çăлса хăварнă
Нумай ача ашшĕ путакан икĕ çулхи арçын ачана çăлса хăварнă

Ача кил картинче çуккине курсан амăшĕ ăна шырама тытăннă. Кÿршĕ хĕрарăмĕ арçын ача шыв хĕрринелле кайни çинчен пĕлтернĕ. Хăраса ÿкнĕ хĕрарăм юханшыв хĕррине васканă, унта ача путнине курсан ăна çăлма васканă. Çак йывăр лару-тăрура, Турă çырнипе, инкек вырăнне Александр Зайгин килсе тухнă. Вăл мĕн пулса иртнине çийĕнчех тавçăрса илнĕ те шыва сикнĕ.

Амăшĕ ывăлне Александр аллине панă. Васкавлă медицина пулăшăвĕ килсе çитиччен вăл çыран хĕрринче шăпăрлана реанимаци тума пуçланă –искуствăлла майпа сывлаттарнă, пĕчĕкскерĕн чĕрине тÿрĕ мар массаж тунă.Çакăн хыççăн тепĕр минутранах ача хăйех сывлама пуçланă.

Александр -  нумай ача ашшĕ, вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Хăй ачана çăлса хăварнине вăл паттăрла пулăм тесе шутламасть.

- Ман вырăнта ыттисем те çавнах тунă пулĕччĕç. Чи пĕлтерĕшли - ачана çăлса хăварни. Халĕ унăн пурнăçĕ хăрушлăхра мар, - тет арçын пулса иртнине кĕскен хак панă май.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас