Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
26 Августӑн , 12:00

Темиçе çут çанталăк пушарне сÿнтернĕ

Пушкăртстанра иртнĕ талăкра типĕ ÿсен-тăран çуннин пилĕк тата вăрман пушарĕн икĕ тĕслĕхĕсене регистрациленĕ.

Темиçе çут çанталăк пушарне сÿнтернĕТемиçе çут çанталăк пушарне сÿнтернĕ
Темиçе çут çанталăк пушарне сÿнтернĕ

Республикăри  Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн даннăйĕсем тăрăх Зианчура районĕнче вăрманти лаптăксем, Давлекан, Зианчура, Мелеуз, Зилаир тата Баймак районĕсенче типĕ курăк çунма пуçланă.

Пурĕ çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанри 94 гектар вăрман лаптăкĕнчи 20 пушара, 672 гектар çĕр лаптăкĕнчи 239 типĕ курăк çуннă тĕслĕхе шута илнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас