Урал сасси
+6 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
30 Августа , 06:00

Пушкăртстанра шкул автобусĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулман

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ умĕн Салават хулин прокуратури шкулсенчи вĕренекенсене илсе çÿрессине закон шайĕнче мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ.

Пушкăртстанра шкул автобусĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулманПушкăртстанра шкул автобусĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулман
Пушкăртстанра шкул автобусĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулман

Тĕрĕслев мероприятийĕсем тăрăх, виçĕ шкулта ачасене илсе çÿремелли автобуссем çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне хатĕр марри паллă пулнă. ГИБДД ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕрĕслев хыççăн транспорт çинче срокран тухнă огнетушительсемпе тата медицина аптечкисемпе усă курни, кустăрма айне хумалли тĕревсем (пушмаксем) пулманни çиеле тухнă.

Тĕрĕслев ведомстви хутшăннă хыççăн çитменлĕхсене пăрахăçланă, автобуссемпе вĕренекенсене илсе çÿреме ирĕк панă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас