Урал сасси
+13 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
3 Сентября , 04:00

Мĕншĕн дронсене сăн ÿкерме юрамасть?

Çулсерен сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççейре терроризма хирĕç кĕрешес ĕçре пĕр шухăшлăх кунне паллă тăваççĕ. Асăннă датăна террактсенче вилнисене халалланă, вăл патшалăхпа общество пĕрлешни терроризм хăрушлăхĕсене хирĕç тăма мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илтерет.

Мĕншĕн дронсене сăн ÿкерме юрамасть?Мĕншĕн дронсене сăн ÿкерме юрамасть?
Мĕншĕн дронсене сăн ÿкерме юрамасть?

Шикленÿсĕр сыхă пулмалла

Ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра терактсен хăрушлăхĕ самаях ÿсет. Çĕршыври лару-тăрăва хавшатас, сехĕрленсе ÿкмелли лару-тăру йĕркелес тесе тăшман вăйĕсем пилотсăр машинăсемпе хастар усă кураççĕ. Вĕсен тапăнăвĕсен тĕп тĕллевĕсем питĕ кирлĕ объектсем пулса тăраççĕ: нефтьрен тĕрлĕ тавар туса кăларакан заводсем, электростанцисем, пысăк логистика центрĕсем, çыхăну объекчĕсем, транспорт çыхăнăвĕсем.

Пушкăртстан кашни кун тенĕ пекех пилотсăр тата ракетăллă хăрушлăхпа тĕл пулать. Юлашки атакăсене августăн 27-мĕшĕнче сирсе янă. Ун чухне БПЛА Ĕпхÿ çывăхĕнчи пысăк логистика центрне пырса лекнĕ. Телее, унта ĕçлекенсене вăхăтлă эвакуациленĕ, никам та шар курман. Çурт кăштах сиенленнĕ. Дронсен чи пысăк атаки август уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Ун чухне региона 20 ытла пилотсăр аппарат тапăннă. Вĕсенчен 16-шне Салаватра çапса антарнă. Ыттисен тĕллевĕ Чишма районĕнчи логистика центрĕ пулса тăнă. Ун чухне икĕ çын аманнă.
Пилотсăр вĕçекен аппаратсем тапăннă май федераллă хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем республикăра пурăнакансене дронсене ÿкерме, фото тата видеоматериалсене пичетлеме çирĕп чарни пирки асăрхаттараççĕ. Вĕсем вĕçнине те, ÿкнĕ вырăнне те, ПВО ĕçне те ÿкерме юрамасть. Çак материалсем тăшманшăн хаклă информаци шутланаççĕ. Вĕсем тапăнăвăн координачĕсене палăртма, атакăсен тухăçлăхне хаклама тата çĕнĕ, тĕрĕсрех тапăнусем планлама пултараççĕ. Чарăва пăснăшăн штраф (виçĕ пин тенкĕрен пуçласа) тÿлеттереççĕ. Кадрсем çине çар объекчĕсем лексен уголовлă яваплăх тыттараççĕ, самаях пысăк срок пама пултараççĕ.

Террористсен йышне епле явăçтараççĕ

çулĕ çитмен ачасем те лекеççĕ. Хăшĕсене укçа пама шантараççĕ, хăшĕсене хăратаççĕ, хайсене полицейскисемпе ФСБ ĕçченĕсем пек кăтартса саккуна хирĕçле ĕç тума хушаççĕ. Иртнĕ çул йĕрке хуралçисем Мрак ялĕнче пурăнакан качча асăрхаттарнă. Вăл «Рота Башкорт» çар национализм пĕрлешĕвĕн телеграм-каналне (ăна Раççейре чарнă террористсен организацийĕ тесе йышăннă, ) çырăннă. Анкета ыйтăвĕсем çине хуравласан çамрăк çын тăшман майлă çапăçусене хутшăнма Украинăна каяс шухăшлине пĕлтернĕ. Патшалăх хăрушсăрлăхĕн ĕçченĕсем ăна çавăн пек йышăну мĕн патне илсе çитерессине каласа панă. Качча ӗмӗрлӗхе ирӗксӗр хӑварассипе хӑратаҫҫӗ.
Кăçалхи çул пуçламăшĕнче следовательсем 16 çулхи çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç (терроризмпа çыхăннă Уголовлă Кодексăн виçĕ статйипе харăсах) пуçарнă. Арçын ачана интернет урлă Раççейре чарнă пĕтĕм тĕнчери террористсен организацийĕн ретне илнĕ. Куратор хушнипе вăл хăйĕн тантăшĕсене агитацилесе серепене явăçтарнă, çавăн пекех хăй аллипе сирпĕнекен хатĕр туса Ĕпхÿри православи храмĕнчен пĕринче теракт тума палăртнă. Тытса чарнă чухне унăн килĕнче куратортан илнĕ экстремизм литератури, чарнă организацин символикине тата сирпĕнекен хатĕрсем ăсталамалли тата терактсем тăвас енĕпе видеоинструкци тупнă. Качча ĕмĕрлĕхех ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Июнь уйăхĕнче суд республикăра пурăнакан 50 çулхи арçынна тĕрмене ăсатнă. Оперативниксем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, арçын телеграм-каналра палламан çынпа çыхăннă, унран мобильлĕ телефон сечĕн объектне вут тивертме задани илнĕ. Вăл мĕн кирлине пĕтĕмпех туянса çак ĕçе пурнăçланă, анчах лару-тăрăва пăхмасăр объект сыхланса юлнă. Халĕ вут тĕртекене «Диверси» статья тăрăх 20 çул таран тĕрмене хупма пултараççĕ.

Наказани пулатех

Çтерлĕ хулинче пурăнакан 41 çулхи хĕрарăмăн явап тытма тивĕ. Пушкăртстан Республикинчи Хăрушсăрлăх федераллă службăн управленийĕ çирĕплетнĕ тăрăх, 2014 çулта радикаллă ислам тĕнне пăхăнакан хĕрарăм Сирине тухса кайнă та саккунсăр хĕç-пăшаллă ушкăн ретне тăнă. Темиçе çул тăршшĕ асăннă ушкăнти çар çыннисене пулăшса пурăннă, çав вăхăтрах хĕç-пăшалпа тата взрыв тумалли хатĕрсемпе ĕçлеме вĕреннĕ. Бандăна тĕп тунă хыççăн хĕрарăма малтан Турцие, унтан Раççее ăсатнă. Раççейре ăна тĕнчери террористсен ĕç-хĕлне хутшăннăшăн пĕтĕмĕшле режимлă юсанмалли колоние 13 çула хупнă тата 400 пин тенкĕ штраф тÿлеме йышăннă.

Вербовкăран мĕнле сыхланмалла?
Мĕншĕн сана суйлаççĕ?
Çăмăл та хăвăрт укçа ĕçлесе илес текенсене, йывăрлăха лекнисене суйлаççĕ.
Мĕнле явăçтараççĕ?
«Саккунлă» çăмăл укçа ĕçлесе илме шантараççĕ, социаллă сетьсенчи фейклă аккаунтра шанăçлă хутшăнусем йĕркелеççĕ.
Серепене çакланассинчен мĕнле сыхланмалла?
Социаллă сетьсенчи пĕлмен çынсене ан шанăр. Укçа ĕçлесе илмелли иккĕленÿллĕ сĕнÿсенчен пăрăнăр. Мĕн пулса тухасси çинчен шухăшлăр. Хăратса пусăхланине, юнанине ан парăнăр.
Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерствин талăкĕпех ĕçлекен шанăç телефонĕ: 8 (347) 279-32-92.

Асăну кунĕн историйĕ

Сентябрь уйăхĕн 3-мĕшне Терроризмпа кĕрешмелли кун тесе çирĕплетнĕ, ăна 2004 çулхи сентябрь уйăхĕнче Беслан хулинче террористсен ушкăнĕ 1№ шкула уяв линейки вăхăтĕнче тапăннипе çыхăнтарнă. Заложнике пин ытла çын, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшсем тата учительсем лекнĕ. Теракт вăхăтĕнче 334 çын вилнĕ, вĕсен хушшинче 1-17 çулхи 186 ача. Вилнисен хушшинче Раççейри Федераллă хăрушсăрлăх службин «Альфа» тата «Вымпел» спецназăн вунă ĕçченĕ, РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин «Центроспас» икĕ ĕçченĕ тата заложниксене хăтарма пулăшакан Бесланта пурăнакан çын пулнă. Арçынсем хăйсен ÿчĕпе ачасене хупласа пуçĕсене хунă. Сакăр çĕр çын аманнă. Тĕп прокуратурра тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх террористсен ушкăнĕнче 32 çын пулнă, çав шутра икĕ вилĕмçĕ-хĕрарăм.

Радий Хабиров, Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ:
«Пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тĕллев – республикăра экстремистла тата террористла пулăмсен профилактикине ирттересси, деструктивлă (çынсене, обществăна хирĕç) материалсене уйрăмах çамрăксем хушшинче, социаллă сетьсенче сарассине чарасси».

Раççейри Федераллă хăрушсăрлăх служби чĕнсе каланинчен
«Граждансене Украинӑри ятарлӑ службӑсем интернет уçлăхĕнче, социаллă сетьсенче, мессенджерсенче çĕршыва сиен кÿрес тесе теракт тата диверси тума пултаракан çынсене (çав шутра çула çитмен ачасем те кĕреççĕ) хастар шырани çинчен тепĕр хут пĕлтеретпĕр. Тăшмана пулăшма килĕшекен граждансене уголовлă явап тыттарассине, çак наказани ӗмӗрлӗхе ирӗксӗр хӑваричченех пулма пултарассине асăрхаттаратпăр».

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас