Урал сасси
+10 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
9 Сентября , 05:00

Районсен хушшинчи кĕпере юсанă

Федоровка районĕнче Ашкатар юхан шыв урлă хывнă 58 метр тăршшĕ кĕпер çинче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Районсен хушшинчи кĕпере юсанăРайонсен хушшинчи кĕпере юсанă
Районсен хушшинчи кĕпере юсанă

Ку объект Бала-Четырман ялĕнче вырнаçнă. Вăл Р-240 федераллă çултан Мелеуз хулипе Федоровка ялне илсе çитерет. Çÿлерех асăннă çулпа Федоровка тата Мелеуз районĕсенче пурăнакансем Эрĕнпур трасси çине тухаççĕ.
ПР Çул-йĕр управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ĕç вăхăтĕнче подрядчиксем кĕпер каштисене, çыран тĕревĕсене, кĕперпе çул-йĕр çинчи хÿтĕлев картисене улăштарнă, шыв çулне çĕнетнĕ.

Автор:Надежда Родионова