Урал сасси
+14 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
14 Сентября , 07:00

Талӑк хушшинче 10 ытла ҫын ҫухалнӑ

Иртнӗ талӑкра республикӑри васкавлӑ службăсене ҫут ҫанталӑкра ҫухалнӑ граждансем пирки пилӗк хыпар ҫитнӗ.

Талӑк хушшинче 10 ытла ҫын ҫухалнӑТалӑк хушшинче 10 ытла ҫын ҫухалнӑ
Талӑк хушшинче 10 ытла ҫын ҫухалнӑ

ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кугарчă районӗнче хӗрарӑм ту ҫине уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ та таврӑнман. Давлекан районӗнчи кӳлӗре резина кимӗпе ишекен арҫын ҫухалнӑ. Благовещенск районӗнче вӑрманта ачаллӑ ҫемье, Иглин районӗнче виҫӗ аслă ҫын вӑрманта аташса кайнӑ. Белорецк районӗнче 5-6 ҫынран тӑракан ушкӑн Айгиртан аннӑ ҫӗрте çĕтсе кайнӑ. Вилнисем те ҫук, граждансене пурне те тупнӑ, медицина пулӑшӑвӗ те кирлӗ пулман.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас