

Раççейри Следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çулхи сентябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăнтăрла кунта пушар тухнă. Унта тăватă çын вилнĕ тата тăваттăшĕ суранланнă.
Следстви çирĕлетнĕ тăрăх, комплексра суту-илÿ ĕçне йĕркеленĕ чухне пушар хăрушсăрлăх нормисене пăхăнман, çакă пысăк инкек патне илсе çитернĕ.
- Айăплакан çынпа малтанхи следстви ĕçĕсем туса ирттернĕ. Хальхи вăхăтра ăна мĕнле статьяпа айăпласси тата мĕнле майпа ирĕксĕр хăварас ыйтăва пăхса тухаççĕ. Следстви комитечĕн следователĕсемпе криминалисчĕсем çак ĕçпе çыхăннă çирĕплетÿсене (доказатаельство) пухса анализ тăваççĕ, право тата техника документацийĕсене тишкереççĕ, пушар вăхăтĕнче çак вырăнта пулнă çынсенчен ыйтса пĕлеççĕ, комплекслă суд экспертизисем туса ирттереççĕ, - тенĕ ведомствăра.
Çавăн пекех Следстви комитечĕ ĕçченĕсем пушар тĕрĕслев органĕсенчи должноçри çынсен ĕçне те хак парĕç. Сăмах май, «Солнечный» суту-илÿпе сервис комплексĕнче пилĕк çул хушши пушар хăрушсăрлăхне тĕрĕслеменни çиеле тухнă.
Юрий СНЕГОПАД.