Урал сасси
+12 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
25 Сентября , 05:00

Упа тытнăшăн преми парĕç

Сезонри тупăш лимичĕ - 31 упа ытларах.

Упа тытнăшăн преми парĕçУпа тытнăшăн преми парĕç
Упа тытнăшăн преми парĕç

Пушкăртстанра хăмăр упана сунара тухмалли йĕркесене çĕнетнĕ. Сунар сезонĕнче (2026 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 2027 çулхи август уйăхĕччен) 631 упана персе вĕлерме ирĕк панă, çакă иртнĕ çулхинчен 31 тискер чĕр чуна нумайрах. Унсăр пуçне сунарçăсене укçапа хавхалантарассине йышăннă: саккунлă майпа упана персе вĕлернĕшĕн 50 пин тенкĕ парĕç. Квотăна ÿстернин сăлтавĕ – тискер чĕр чунсем çынсем пурăнакан вырăнсене пынă тĕслĕхсем нумайланни.

Республикăри Çут çанталăкпа усă курасси министерствăра пĕлтернĕ тăрăх, вунă çул каялла Пушкăртстанра 1700 упа пулнă пулсан, халĕ  - 2700 ытла. Пурĕ Раççейĕпе 36 çул хушшинче упасен шучĕ 2,3 хут  ÿссе 307 пине çитнĕ. Тĕп сăлтав сунарпа кăсăкланасси чакни: упана сунара тухма нумай вăхăт, опыт, сахал  мар укçа-тенкĕ кирлĕ, çирĕплетнĕ квотăсемпе чылай чух пĕтĕмпе усă курмаççĕ.

Упасем çынсем пурăнакан вырăнсене çывхарнине специалистсем çитĕннĕ чĕр чунсем çамрăккисене хăйсен территорийĕсенчен хĕснипе, йыш хушăннă май апат-çимĕç территорийĕшĕн конкуренци ÿснипе çыхăнтараççĕ. Çамрăк упасем çынпа пĕрре те тĕл пулман пирки этемре хăрушлăх курмаççĕ, шикленмеççĕ.

Тата апат-çимĕç каяшĕсем, пăсăлнă улма-çырла, пахча çимĕç, уçă çÿп-çап контейнерĕсем, выльăх-чĕрлĕх апачĕсем упасене хăйсем патне илĕртеççĕ. Çÿп-çап купинче апатланма хăнăхнă чĕр чун этемрен хăрамасть, хăй çурисене те çак йăлана вĕрентме пултарать. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх пĕр хутчен кăлпасси е çăратнă сĕт тутаннă упа  вĕсене каллех шырама килет, нихăçан та тутанма хирĕç пулмасть.

Чалăш урасем шăтăка кĕрсе выртас умĕн ятарласа апат шыраççĕ, çавна пула çынсемпе тĕл пулма пултараççĕ. Çураллă упа амисем питĕрех те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, несĕлне хÿтĕлес тесе тапăнма пултараççĕ.

Упана асăрхасан ун патне çывхарма е сăн ÿкерчĕк ÿкерме юрамасть. Шавлама, хăвăрт хусканусем тума кирлĕ мар. Хуллен çеç çурăмпа çаврăнмасăр чакмалла. Хăв пуррине систерсен лайăхрах пулĕ: хăвна упа маларах курса тартăр тесен калаçмалла, чĕнмелле.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас