Урал сасси
+10 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
28 Сентября , 05:00

Çул çинче электроскутер водителĕ вилнĕ

Çул-йĕр çинчи инкек ĕнер, сентябрь уйăхĕн 27мĕшĕнче, каç еннелле 17 00 сехетсенче пулса иртнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Çул çинче электроскутер водителĕ вилнĕÇул çинче электроскутер водителĕ вилнĕ
Çул çинче электроскутер водителĕ вилнĕ

Малтанхи кăтартусем тăрăх, 42 çулхи водитель «Чанган» автомобильпе Базилевка – Федоровка çулпа пынă чухне çула май пыракан электроскутера пырса тăрăннă. Скутер рулĕ умĕнче 49 çулхи арçын пулнă, вăл сурансене пула вырăнтах  сывлама пăрахнă.

Хальхи вăхăтра эксперт службисем  çул-йĕр пăтăрмахĕн сăлтавне уçăмлатаççĕ.

Сăмах май, çак кунах кăнтăрла Ĕпхÿ – Эрĕнпур çул çинчи авари те вилĕмпе вĕçленнĕ. Кунта 116-мĕш çухрăмра «Ниссанпа» çăк турттаракан «Даф» автомобильсем çапăннă. Çăмăл машинăри 70 çулхи водителĕн пурнăçĕ татăлнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов